Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарти Хальхи вӑхӑтри ӳнер центрӗнче «Савнӑ Шупашкар» курав уҫӑлнӑ.
Унта ятлӑ-сумлӑ сӑрӑ ӑстисен ӗҫӗсемпе пӗрлех ҫамрӑк художниксен те сумлӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Курава тӑван республикӑмӑрӑн тӗп хули 555 ҫул тултарнине халалланӑ.
Курава уҫма Чӑваш Енри художниксен союзӗн председателӗ Наталия Соловьева тата ыттисем хутшӑннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Единый день фольклора» (чӑв. Фольклорӑн пӗрлехи кунӗ) пӗтӗм Раҫҫейри акци пуҫланӗ. Чӑваш Енре ҫавна май «Манӑҫми аваллӑх» ҫамрӑксен республикӑри фольклор уявне ирттерме палӑртса хунӑ.
Фольклор уявне утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи ХIХ ӗмӗрти чӑваш хресчен хуҫалӑхӗн музейӗнче пуҫтарӑнӗҫ.
Хальхи саманара цифрӑсен чӗлхипе калаҫма юратаҫҫӗ те, маларах асӑннӑ акци вӑхӑтӗнче республикӑри культурӑпа кану учрежденийӗсенче 100 ытла тематика мероприятийӗ иртмелле, вӗсене 3 пине яхӑн ҫын хутшӑнмалла тесе ӗнентерет Культура министерстви.
Шупашкарти «Акация» культура ҫуртӗнчи «Локинэ» эстрада ташшин халӑх ансамблӗн ертӳҫи Елена Елисеева пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Унӑн кун-ҫулӗ утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче татӑлнӑ. Вӑл 59 ҫулта пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерстви Елена Альбертовна ӑшӑ кӑмӑллӑ та пулӑшма хатӗр ҫын, пултаруллӑ педагог, хӑйӗн ӗҫӗнче чӑн-чӑн профессионал пулнине палӑртнӑ.
Елена Елисеевӑна паян юлашки ҫула ӑсатӗҫ.
Паян, ҫӗтме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, чӑваш ӳнерӗн аталанӑвӗнче хӑйӗн тӳпине палӑрмаллах хывнӑ Фаина Романова театровед ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Фаина Александровна ҫак енӗпе чи авторитетлӑ специалистсенчен пӗри пулса тӑрать. Унӑн «Театр, любимый народом» кӗнекине чӑваш театрӗн историйӗн учебникӗ тесе хаклаҫҫӗ.
Чӑваш Енри театр тӗнчин тӗпчевҫи, театровед, искусствоведени кандидачӗ, Чӑваш АССРӗн тата РСФСРӑн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Фаина Романова 1924 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Тӑвайӗнче ҫуралнӑ. 1943 ҫулта Фаина Александровна ГИТИСӑн театроведени факультечӗн студентки пулса тӑнӑ. 1948 ҫулта Шупашкара таврӑннӑ. Ӳнерпе тата литературӑпа ҫыхӑннӑ статьясемпе рецензисем ҫырма пуҫланӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Куккук куҫҫулӗ» спектаклбне Наци театрӗсен «Туганлык – 2024» пӗтӗм тӗнчери VIII фестивалӗнче кӑтартӗҫ. Мероприяти Ӗпхӳре иртӗ.
Фестивале ҫӗршыври пысӑк театрсем хутшӑнӗҫ. Унта сумлӑ режиссёрсен ӗҫӗсемпе паллашма май килӗ.
Драма фантазине Юхма Мишшин мифологилле романӗпе Раҫҫей тата Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗсченӗ Борис Манджиев 2022 ҫулта лартнӑ. Театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республикӑри XXIII конкурсӗнче вӑл «Чи лайӑх спектакль» номинацире ҫӗнтернӗ. Авторсен коллективне 2022 ҫулта Чӑваш Енӗн литературӑпа ӳнер премине панӑ.
Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамбльне директор кирлӗ. Кун пирки республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ.
Пуҫлӑх пуканне йышӑнас кӑмӑллӑ ҫыннӑн аслӑ пӗлӳллӗ
(экономика, юридици, культура тата ӳнер, педагогика, техника) пулмалла, ертсе пыракан должноҫра 5 ҫултан кая мар тӑрӑшни кирлӗ.
Документсене паянтан, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен, пуҫласа ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствине «Культура пурнӑҫӗ» организаци правленийӗн председателӗнчен Любовь Бичуговаран тав хучӗ килнӗ. Ҫырура Чӑваш патшалӑх филармонийӗн вокалисчӗсене Владимира Ашмарина тата Сергей Кузнецова тав тунӑ. Вӗсене Патриотизм юррисен фестивальне хутшӑннӑшӑн тав тунӑ.
Фестиваль ака уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче иртнӗ. Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче концерт Ярославльте, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Аслӑ Новгородра, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Тихвинта иртнӗ.
Чӑваш Енре литературӑпа ӳнер ӗҫченӗсене уйӑхсерен парса тӑракан стипендие илме документсене йышӑнма тытӑннӑ. Асӑннӑ укҫана 1 ҫулталӑк хушши уйӑхсерен парса тӑраҫҫӗ.
Документсене республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗччен йышӑннӑ.
Куславккари Н.И. Лобачевский музей-ҫуртне ҫӗнӗ оборудованипе пуянлатӗҫ.
Музей директорӗ Мария Солдатихина пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр учреждени музее техника енчен пуянлатмалли конкурса хутшӑннӑ. «Пирӗн заявкӑна Раҫҫейӗн Культура министерстви ырларӗ, 5 миллион тенкӗ укҫа уйӑрса пачӗ», — пӗлтернӗ музей директорӗ.
Унсӑр пуҫне 2024 ҫулта пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетме республика хыснинчен 10 млн тенке яхӑн уйӑрса панӑ.
«Ку укҫапа музей сӗтел-пукан, ҫав шутра экспонатсене упрамалли тата кӑтартмалли хатӗрсем, ҫутӑ диодлӑ экран, проектор тата интерактивлӑ киосксем, кирлӗ ытти борудовани тата программа туянӗ», — каласа кӑтартнӑ республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова.
Чӑваш Енӗн Культура министерстви муниципалитетсенчи кинозалсен пӗлтӗрхи ӗҫне пӗтӗмлетнӗ. Канашлу Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртнӗ.
«2023 ҫулхи нарӑс уйӑхнчен тытӑнса эпир документлӑ тата илемлӗ наци фильмӗсене юсаса ҫӗнетнӗ кинозалсенче кӑтартатпӑр. Кӑҫал та ку ӗҫе малалла тӑсӑпӑр. Сеанссен расписанине малтанах йӗркелеме тата вӗренӳ учрежденийӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытма сӗнетпӗр», — тенӗ Светлана Каликова министр.
Иртнӗ ҫул Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри тата Ҫӗмӗрлери кинозалсене халӑх ытларах ҫӳренӗ. Етӗрне, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округсенчи кинозалсенче халӑх сахал пулнӑ. Чи лайӑх кинозалсен ертӳҫисене министерство Тав хучӗсемпе хавхалантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |